-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Хаклă çыннăмăр, çавра çулпа чун-чĕререн саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Санра ĕçченлĕх, кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепÿ ан иксĕлтĕр, çывăх çынсен юратăвĕ хавхалану кÿтĕр. Пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Ĕмĕр сукмакĕ сан яланах таса та çутă пултăр! Малашне те тăван кил ăшшине упрама Турă иксĕлми вăй-хал патăр. Анне, эпир санпа мăнаçланатпăр, мухтанатпăр. Пире нумай-нумай çул савăнтарса пурăн.
Чĕререн юратса – ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем.