+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Хаклă çыннăмăр, сывлăху чăваш юманĕ пек çирĕп, ĕмĕрÿ аслă Атăл пек анлă, утас çулу такăр, вĕçес пĕлĕтÿ уяр пултăр. Мăнуксем куç тулли телей парнелеччĕр, сăн-питÿ яланах савăнăçпа ялкăштăр, çĕр çинчи мĕн пур таси, ырри, телей кÿрекенни санпа пĕр çулпа уттăр.
Ан чирле, ан ватăл нихăçан,
Пул хаваслă, кăмăллă ялан.
Ăшшуна паратăн-çке чунтан,
Эсе хаклă пирĕн ылтăнран.
Çул хыççăн çул иртсе хыçа юлсан та
Эс уншăн ан кулян, ан пăшăрхан.
Пул сывлăхлă ялан, çапла пулсассăн –
Укçаллă этемрен те эс пуян.
Хакласа тата юратса – ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.