Ăна нумай çул тата тухăçлă ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин патшалăх граждан службинче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» («За безупречную государственную гражданскую службу Чувашской Республики») мухтав паллипе наградăлама йышăну тунă.
Валерий Михайловича пирĕн вулакансем пĕлмелле. Вăл 1991- 2005 çулсенче «Урал сасси» хаçатра корреспондент, яваплă секретарь-тĕп редакторăн çумĕ пулса ĕçлерĕ. Çав вăхăтрах Пелепей районĕнчи К.Иванов ячĕллĕ чăваш культура обществине вунă çул ытла ăнăçлă ертсе пычĕ. 2023 çулта, хăй 60 çул тултарнă тĕле, «Çĕнĕ вăхăт» типографинче «Чун ăшши» сăвăсен пуххине кĕнеке туса кăларчĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче хаçат 35 çулхи юбилейне ирттернĕ чухне мăшăрĕпе, Валентина Витальевнăпа (вăл «Хыпар» издательство çуртĕнче ĕçлет), сумлă хăнасен шутĕнче Пелепей хулинче пулчĕç. Кĕскен каласан, туслă çыхăну малалла тăсăлать.
Хальхи вăхăтра Валерий Петров ЧР Пуçлăхĕн администрацин Хут-документ управленин лингвистика экспертизипе куçару ĕçĕсен секторĕн консультанчĕ пулса ĕçлет. Пушă вăхăтра сăмах ăсти çĕнĕ сăвă йĕркисем шăрçалать.
Эпир, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем тата вулаканĕсем, Валерий Михайловича патшалăх наградине илнĕ ятпа саламлатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.