Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Нарӑсӑн , 10:10

Валентина Ивановна АНДРЕЕВА

Пелепей районĕнчи Гусаркино ялĕнче çуралнă, хальхи вăхăтра Пелепей хулинче пурăнакан тăрăшуллă та уçă кăмăллă ĕçтеше, шанчăклă тус-юлташа, хисеплĕ ĕç ветеранне Валентина Ивановна АНДРЕЕВАНА черетлĕ чаплă юбилей ячĕпе!

Валентина Ивановна АНДРЕЕВА
Валентина Ивановна АНДРЕЕВА

Хисеплĕ Валентина Ивановна, сирĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 52 çулпа танлашать. Вĕсенчен 11 çулĕ полиграфи сферипе çыхăннă. Эсир ĕçре яланах ĕçченлĕхпе, ырă кăмăллăхпа, этеплĕхпе уйрăлса тăратăр, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулатăр.
Эпир сире чаплă юбилей ячĕпе саламласа нумай-нумай çул пурăнма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, тулăх та савăк пурнăç сунатпăр. Çывăх çынсен ăшшипе киленсе пурăнăр, çын хушшинче хисепĕр упрантăр, пит-куçăрта яланах йăл-кулă çиçтĕр. Ĕмĕтĕрсем хăвăр шутланă пек пурнăçланса, ăнса пыччăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри-лайăххи, телей кÿрекенни сирĕнпе пĕрле пултăр.
Сире хисеплесе – Пелепей хулинчи информаци центрĕн коллективĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: