Хаклă тусăм, çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, анлă Атăл пек вăрăм кун-çул, хавхалануллă кăмăл-туйăм, чун лăпкăлăхĕпе канăçлăх, тулăх пурнăç сунатăп. Турă панă кашни куну савăнăçпа тултăр, куçусем телейпе çуталччăр, мĕн ĕмĕтленни пурнăçлансах пытăр. Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр, ял-йыш малашне те сума сутăр. Сан çумăнта лайăх çынсем çеç пулччăр. Ачусемпе мăнукусен пархатарĕпе, пурнăç илемĕпе савăнса, пĕр-пĕрне хакласа, хисеплесе пурăнмалла пултăр.
Менелник телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр сана чĕререн.
Çĕр çул сунатпăр пурăнма,
Тăвансемпе пĕрле пĕр çемьере пулма.
Ăшă салампа – Антонида Петрова тусу.