Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
13 Мартӑн , 13:16

Виталий Николаевич ГОРДЕЕВ

Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан хисеплĕ тусăмăра Виталий Николаевич ГОРДЕЕВА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Виталий Николаевич ГОРДЕЕВ
Виталий Николаевич ГОРДЕЕВ

Ырă кăмăллă Виталий Николаевича юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн, пысăк хавхаланупа утма çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул, иксĕлми вăй-хал, çемьере килĕшÿпе юрату сунатпăр. Умри çулу яланах такăр, çутă пултăр. Мĕн шутланисем пурнăçланччăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Сирте ĕçченлĕх, кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепĕр ан иксĕлтĕр, çывăх çынннăрсен юратăвĕ хавхалану кÿтĕр. Çумăрта яланах шанчăклă туссем пулччăр, ача-мăнуксемпе савăнса, ыр курса пурăнмалла пултăр.
Çулсем иртни ан кутĕр тунсăх,
Вăй-халу пултăр иксĕлми.
Сана савса сунатпăр çирĕп сывлăх,
Утсам эс пурнăç çулĕпе пĕр такăнми.
Ырă сунса та хисеплесе – Партновсен, Никитинсен, Григорьевсен çемйисем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: