Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
21 Мартӑн , 11:00

Людмила Ивановна МУРМАНСКАЯ

ПР чăвашсен Канашĕн хисеплĕ председательне, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, пултаруллă чăваш хастарне, Людмила Ивановна МУРМАНСКАЯНА сумлă юбилей ячĕпе!

Людмила Ивановна МУРМАНСКАЯ
Людмила Ивановна МУРМАНСКАЯ

Людмила Ивановна Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ĕçлĕ пурнăçĕн вăрах вăхăтне Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи вĕрентĕве аталантарас ĕçе халалланă. Дема район администраци ертÿçин социаллă тата гуманитари ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, ПР Вĕрентĕве аталантаракан институтăн экспертиза, лицензировани, аттестаци, Мускаври М.А. Шолохов ячĕллĕ патшалăх гуманитари университечĕн Ĕпхÿри филиалĕн вĕрентÿпе воспитани уйрăмĕсен пуçлăхĕ пулнă. Людмила Ивановна – ПР чăвашсен культура обществине, республикăри чăвашсен Канашне, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулне йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. РФ халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕç отличникĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ Л.И. Мурманская – 30 ытла наука стайипе публикаци авторĕ. Вăл кун çути кăтартнă тĕпчев ĕçĕсем чăвашсемшĕн калама çук пысăк еткер шутланаççĕ.
Людмила Ивановна, сире сумлă юбилей ячĕпе саламласа пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр. Чăвашлăхшăн пурнăçлакан ĕçĕрсем хавхалану парнелеччĕр, вĕсене тивĕçлĕ хак паччăр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, ПР чăвашсен Канашĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: