Урал сасси
+10 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
26 Марта 2025, 05:00

Елена Ивановна КУЗНЕЦОВА

Приютово поселокĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, ытарайми хаклă аннене, хисеплĕ те ырă кăмăллă йăмăка, аппана, тăхлача, тимлĕ те ачаш асаннене Елена Ивановна КУЗНЕЦОВАНА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Добавить в предпочтительные источники Google
Елена Ивановна КУЗНЕЦОВАЕлена Ивановна КУЗНЕЦОВА
Елена Ивановна КУЗНЕЦОВА

Хаклă çыннăмăр, сана пурнăç çулĕпе тата та нумай çул хавхаланса утма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, нихăçан хавшами çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пархатарлă кун-çул, ытам тулли савăнăç сунатпăр. Ирсерен таса хĕвеле кĕтсе илме, шăнкăр-шăнкăр шыв юххине итлеме, кăвак тÿпене курма, çĕр çултан та нумайрах пурăнма çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал пултăр. Эсĕ пуртан эпир телейлĕрех, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах.
Тавах, сана, ыр çыннăмăр, пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ырă сунса та хисеплесе – мăшăрĕ, ачисем, аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем, хăтăшсемпе тăхлачисем, мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова