Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Апрелӗн , 14:34

Александр Григорьевич ЖЕНЖУРОВ

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аттене, ырă кăмăллă та вашават асаттене Александр Григорьевич ЖЕНЖУРОВА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Александр Григорьевич ЖЕНЖУРОВ
Александр Григорьевич ЖЕНЖУРОВ

Юратнă çыннăмăр, сана юбилей ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламласа çут тĕнчери мĕнпур ыррине: тулăх пурнăç, тулли телей те ăнăçу сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă кун, ырлăх-сывлăх, савăнăç, çирĕп вăй-хал, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр! Эпир санпа ялан мăнаçланатпăр, мухтанатпăр, санăн çитĕнĕвÿсемпе савăнатпăр. Пурнăçри кашни кунах ачусен, мăнукусен пархатарне нумай-нумай çул курса пурăнмалла пултăр!
Саншăн çутаттăр илемлĕ çут çăлтăр,
Саншăн çĕклентĕр çутă хĕвел.
Савăк сар кайăк юрă юрлатăр,
Сунатпăр сывлăх та пысăк телей.
Ăшă салампа – Лидия мăшăрĕ, Гриша, Коля, Тимофей ывăлĕсем, Татьянăпа Марина хĕрĕсем, Елена, Таня, Карина кинĕсем, Алексейпе Евгений кĕрĕвĕсем тата Катя, Софья, Ваня, Кирилл, Макар, Ася, Настя, Матвей, Саша, Артем мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: