Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
САЛАМЛАНИСЕМ
24 Апрелӗн 2025, 05:00

Галина Николаевна РОДИОНОВА

Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ ялӗнче пурӑнӑкан хаклӑ та юратнӑ мӑшӑра, ырӑ кӑмӑллӑ та вашават аннене, кукамая, асаннене, хисеплӗ инкене, тăхлача Галина Николаевна РОДИОНОВАНА ҫавра юбилей ячӗпе чун-чӗререн ӑшшӑн саламлатпӑр!

Галина Николаевна РОДИОНОВАГалина Николаевна РОДИОНОВА
Галина Николаевна РОДИОНОВА

Пире кун çути кӑтартса ура çине тăратнăшăн, телейлӗ ҫитӗнтернӗшӗн, пĕлÿ парса халӑха юрӑхлӑ пулма пилленӗшӗн, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑшăн ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав тӑватпӑр! Иксĕлми ырлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирĕп сывлӑх, тулӑх та тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатпӑр. Ҫӗр ҫинче мӗнпур телей кӳрекенни санпа юнашар утчӑр, хуйхи-суйхи аякран пӑрӑнса ирттӗр. Ачусемпе мӑнукусен юратӑвӗпе тимлӗхӗ куллен ырлӑх та савӑнӑҫ кӳрсе тӑччӑр.
Ах, аннемĕр-анне, тĕнчере эс пĕрре,
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне.
Çук санран лайăххи тĕнчере,
Хăват парса тăратăн пире.
Тайма пуçăм сана ĕмĕрех,
Ылтăн пек ырă çыннăмăр – анне!
Юратса та хисеплесе – мӑшӑрӗ, ачисем, кӗрӳшӗ, кинӗсем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем, тӑванӗсем, хӑти-тӑхлачисем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас