Урал сасси
-2 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
5 Мая 2025, 05:00

Венера Михайловна ФАДЕЕВА

Федоровка районĕнчи Юманлăх (Улядаровка) ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мелеуз хулинче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, асаннене, хисеплĕ тăхлача Венера Михайловна ФАДЕЕВАНА чаплă юбилей ячĕпе саламлатпăр!

Добавить в предпочтительные источники Google
Венера Михайловна ФАДЕЕВАВенера Михайловна ФАДЕЕВА
Венера Михайловна ФАДЕЕВА

Хаклă çыннăмăра çавра кунпа саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Çĕр çинчи мĕнпур ырри, савăнăç парнелекенни, санпа пĕр çулпа утчăр. Малашне çут тĕнче илемĕпе киленсе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр пурăнмалла пултăр. Эсĕ юнашар пулнипе эпир телейлĕ.
Савса юрлатăр шăпчăк юрă,
Хĕвел лăпкатăр шевлипе.
Канлĕ пултăр пурнăç çулĕ,
Ан туй çулсем пит иртнине.
Ăшă салампа – ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕ, Пелепей хулинчи тăхлачăшĕпе хăтăшĕ.

Автор:Юрий Михайлов