+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Тĕнчери мĕнпур ыррине сунатпăр сана – тулăх пурнăç, тулли телей те ăнăçу. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, пирĕн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла пултăр.
Вăрăм ĕмĕр сунатпăр чунтан
Пултăр сывлăху çирĕп хурçăран.
Кирлĕ мар ватăлма, кулянма.
Пулччăр çутă кунсем ыр курма.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисем тата мăнукĕсем.