Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
САЛАМЛАНИСЕМ
30 Майӑн 2025, 04:00

Николай Степановичпа Наталия Юлиевна СМОЛОВСЕМ

Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аттепе аннене, ырă кăмăллă та вашават кукаçипе кукамая, асаттепе асаннене Николай Степановичпа Наталия Юлиевна СМОЛОВСЕНЕ сапфир туй ячĕпе!

Николай Степановичпа Наталия Юлиевна СМОЛОВСЕМНиколай Степановичпа Наталия Юлиевна СМОЛОВСЕМ
Николай Степановичпа Наталия Юлиевна СМОЛОВСЕМ

Хаклă çыннăмăрсем, сире çемье уявĕ ячĕпе мĕнпур кăмăлтан саламлатпăр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе тата нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм кун-çул, тулли телей сунатпăр. Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр. Сирти ĕçченлĕх, кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепĕр нихăçан та ан иксĕлтĕр. Эсир пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр, пире пурнăç парса тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Сапфир туй ячĕпе саламлатпăр сире,
Килĕшÿллĕн тапайтăр ялан ик чĕре.
Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан,
Ватлăх тарĕ сиртен аякран аякка.
Ăшă салампа – хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕпе кинĕ тата мăнукĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас