

Хаклă çыннăмăр, сана пурнăç çулĕпе хавхаланса утма хавшами çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей, пархатарлă кун-çул, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хушăнсах пытăр. Малашне те хальхи пек çывăх çыннусемпе киленсе пурăнмалла пултăр. Çĕр çинче мĕнпур ырри санпа пĕр çулпа уттăр. Яланах çакăн пек уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пул. Эпир сана юрататпăр, сана хисеплетпĕр.
Çуралнă кун ыррине парнелетĕр,
Пулччăр сывă юратнă çынсем!
Ăнăçу пур ĕçре те пиллетĕр,
Пурнăçланччăр часрах ĕмĕтсем!
Ăшă салампа – Петровсен ятĕнчен Пелепей районĕнчи Приютово поселокĕнче пурăнакан Алексей пиччĕшĕпе унăн çемйи.