

В.М. Васильева Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă, хальхи вăхăтра Ĕпхÿ хулинче пурăнать. Аслă пĕлÿллĕ, 1972 çулта ППУн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1972-1977 çулсенче Пишпÿлек районĕнчи шкулсенче истори учителĕ, каярах Акçунри ял хуçалăх техникумĕнче общество дисциплинисен преподавателĕ, 1978-1988 çулсенче ПАССР Тĕп архивĕнче документсене хак паракан тата архив ĕçĕсене пухакан уйрăм пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1988-1992 çç Ĕпхÿ хула Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн пĕрлешÿллĕ архивĕнче, 1992-2001 çулсенче Ĕпхÿ хула администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлакан управленире архив ĕçĕсен ертÿçи пулса тăрăшнă. Валентина Мурзагуловна – ПР II класлă Патшалăх советникĕ. 2024 çулта ăна Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне суйланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 50, 55 çул çитнĕ тĕле кĕнеке-справочник хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă. Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕсем пирки информаци пухнă. 2011 тата 2016 çулсенче конференци материалĕсенче П.М. Миронов ĕçĕ-хĕлĕ пирки статьясемпе очерксем пичетлесе кăларнă. 2020 çулта пухнă материалĕсене пĕтĕмлетсе «Зириклы: из истории старинного села Бижбулякского района Республики Башкортостан» кĕнеке кун çути кăтартнă. Çавăн пекех Валентина Васильева Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер акдемийĕн Уралçум филиалĕн, ПР чăвашсен Канашĕн ĕç-хĕлне хастар хутшăнать. «Канаш» РОО тата ытти обществăлла организацисен докуменчĕсене архив валли хатĕрлес енĕпе çăмăл мар ĕç илсе пырать.
Валентина Мурзагуловна, сирĕн тĕпчевĕрсем пур Пушкăртстан чăвашĕсемшĕн чăн-чăн парне, хаклă тупра. Сире пархатарлă ĕçĕршĕн тав туса малалла та çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, ПР чăвашсен Канашĕ.