

Л.Г. Наумов 1950 çулхи июль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Туймазă районĕнче çуралнă. Шаран районне кĕрекен Тÿртÿллĕри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ăс пухнă. Ĕçлĕ пурнăçне Туймазă районĕнчи «Усень» колхозра агрономран пуçланă. 1974 çулта Пушкăрт патшалăх педагогика институтне ĕçлеме куçнă. Акмалли вăрлăхсене хăвăртрах шăтармалли меслетсене тĕпченĕ. Куçăн мар мелпе Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнчи ботаника кафедринчи çут çанталăк тата географи факультетне куçăн мар мелпе аспирантурăна вĕренме кĕнĕ, кандидат диссертацине хÿтĕлесе Агидель хулинчи «Травы Башкирии» ООО директорĕ пулса ĕçленĕ. 2005 çултанпа М.Акмулла ячĕллĕ педагогика университетĕнче тăрăшнă вăхăтрах «Травы Башкирии» ОООра курăк пуçтарса хатĕрлес енĕпе директор пулнă.
Наука интересĕсем биологипе, сиплĕ курăксене тĕпчессипе çыхăннă. Леонид Гурьянович – 37 наука ĕçĕн авторĕ. Çав шута 11 монографипе вĕрентÿ пособийĕ кĕреççĕ. 1999 çултанпа ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Пĕтĕм тĕнчери аграри вĕрентĕвĕн академин член-корреспонденчĕ.
Л.Г. Наумов общество пурнăçне те хастар хутшăннипе палăрса тăрать. Вăл – Пушкăртстанри чăвашсен Канашне, «Здоровье нации» республикăри обществăлла пĕрлĕхе йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласа таврапĕлÿ ыйтăвĕсемпе кăсăкланать. Хăйĕн ăрăвĕн, тăван ялĕн историне, чăвашсен таврапĕлĕвне, авалхи тĕнне тĕпчет. «Тенгрианинили дорога в «Божественный мир» (2022), «Дюртюлинские корни» (2025) кĕнекесен авторĕ. 2016 çулта ăна Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членне суйланă.
Хисеплĕ Леонид Гурьянович, сире юбилей ячĕпе саламласа хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр. Сирĕн вăй-халăрпа хавхалануллă кăмăлăр яланах çăлкуç пек тапса тăччăр, пĕлĕвĕрпе опытăр малашне те обществăна усă кÿччĕр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ, ПР чăвашсен Канашĕ.