

Александра Давыдовна, сире çак паллă дата ячĕпе ăшăран та ăшă салам яратпăр. Эпир, сирĕн çитĕнсе çитнĕ вĕренекенĕрсем, шкулта ирттернĕ вăхăта ăшшăн аса илетпĕр. Эсир пирĕншĕн математика учителĕ çеç мар, ырă наставник, кирек епле лару-тăрура та пулăшма хатĕр юлташ тата ăслă канашлуçă пулнă. Сирĕн ырă кăмăлăр, чăтăмлăхăр тата кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пултарни математика урокĕсене юратма çеç мар, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, ырă çынсем пулма пулăшрĕ. Пĕлÿ, пурнăç урокĕсем панăшăн сире чунтан тав тăватпăр.
Эсир ырă анне, асанне, кукамай пулнине пĕлсе сире пĕтĕм чунтан хурçă пек çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, нумай-нумай çул хушши çывăх çыннăрсен ăшшипе киленсе пурăнма сунатпăр. Пурнăçри кашни кунăр савăнăçпа, чун ăшшипе, юратупа тултăр.
Чунтан юратса тата хисеплесе – 1988 çулта шкул пĕтернисен ятĕнчен Валентина Петрован класĕ.