+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче пирĕн çывăх çыннăмăр хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Ăна çак ятпа саламласа хурçăран та çирĕп сывлăх, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, пысăк хавхалану сунатпăр!
Йăл кулă çиçтĕрех питре,
Вăй паччăр ырă шухăшсем,
Тĕнче татах та вăл хитре,
Çумра чух çывăх çыннусем.
Пулсамччĕ сывлăхлă ялан,
Пĕр ĕмĕртен те иртмелле!
Салам калатпăр халь чунтан
Çуралнă кун ячĕпеле!
Ăшă салампа – амăшĕ, Наташа йăмăкĕпе унăн çемйи.