Çавра çулпа чун-чĕререн саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Сирти ĕçченлĕх, кăмăл пуянлăхĕ, çын хушшинчи хисепĕр ан иксĕлтĕр, çывăх çынсен юратăвĕ хавхалану кÿтĕр. Пире пулăшса, ăслă канашсем парса ĕçре пулăшнăшăн, пирĕншĕн шанчăклă юлташ пулнăшăн тав тăватпăр.
Ĕмĕр сукмакĕ сирĕн яланах таса та çутă пултăр. Малашне те пурнăçпа савăнма Турă иксĕлми вăй-хал патăр. Савăнăçлă та пĕлтерĕшлĕ самантсем чылай пулччăр.
Юбилей телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр сире чĕререн.
Ăшă салампа – «Урал сасси» хаçат редакцин ĕçченĕсем.