Урал сасси
+28 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Августа 2025, 06:00

Надежда Константиновна РОДИОНОВА (АЛЕКСЕЕВА)

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Петровка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан юратнă та çепĕç йăмăка, хаклă та ырă кăмăллă аппана Надежда Константиновна РОДИОНОВАНА (АЛЕКСЕЕВА) 50 çулхи юбилей ячĕпе!

Надежда Константиновна РОДИОНОВА (АЛЕКСЕЕВА)Надежда Константиновна РОДИОНОВА (АЛЕКСЕЕВА)
Надежда Константиновна РОДИОНОВА (АЛЕКСЕЕВА)

Юратнă та çывăх çыннăмăр, сана çак паллă кун ячĕпе саламласа пурнăç çулĕпе малалла та çирĕп утма ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Çĕр çинчи мĕнпур ырри, таси, савăнăç парнелекенни санпа пĕр çулпа утчăр. Малашне те çут тĕнче илемĕпе киленсе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр, мăшăрупа ачусен ăшшине туйса мĕн ватăличчен пурăнмалла пултăр. Эсĕ юнашар пулнипе эпир телейлĕ.
Аллусем сан, чăн та, ылтăн,
Кăмăлу хĕвел пекех,
Ĕçÿпе савăнтаратăн,
Мухтанатпăр çемйипех.
Пурăн пĕртте чирлемесĕр,
Ыррăн-сыввăн та таса!
Ăраскал сунатпăр эпир
Ыр сунса, чунтан савса.

Ăшă салампа – аппăшĕпе пиччĕшĕсем тата вĕсен çемйисем.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас