

90 çул хушшинче эсĕ пурнăçунта чăннипех те пысăк хисепе, мухтава тивĕçлĕ. Санăн пурăнас кăмăлу пысăк пулни, пурнăçри кашни самантпа усă курма тăрăшни, çут çанталăкпа тăван тавралăха, ачу-мăнукусемпе тус-тăванусене чун-чĕререн юратни, ырă та уçă кăмăлу пире савăнтарать. Сывлăху хурçă пек çирĕп, кун-çулу вăрăм, вăй-халу иксĕлми пултăр. Ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыччăр. Сăн-питÿ çинче яланах йăл кулă çуталтăр. Пирĕншĕн яланах чун тĕрекĕпе хÿтлĕх пулнăшăн, тăван кил ăшшине упранăшăн чунтан тав тăватпăр.
Хĕрÿ салампа – ывăлĕсемпе кинĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем тата çывăх тăванĕсем.