Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпӑр сана – тулӑх пурнӑҫ, тулли телей те ӑнӑҫу. Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа ҫамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тӑван кил ӑшшине упраса нумай ҫул пурӑн. Ачусен тата мӑнукусен пархатарне ӗмĕр-ӗмĕр курмалла пултӑр.
Ҫуралнӑ кунпала салам сана, аннеҫӗм
Чи ҫирӗп сывлӑх та телей сана, чӗкеҫӗм!
Тӑватпӑр тав сан ҫепӗҫ аллусене,
Сан тимлӗхне, ачашӑн ҫуннине,
Чирлесен пӗр куҫ хупманнине…
Нихӑҫан та тав туса пӗтереймӗн!
Ҫак кун ҫуралнӑ эсӗ ҫӗр ҫине,
Ытарайми, чи хаклӑ ҫын – Анне!
Ăшă та таса туйăмсемпе – Алексей мăшăрĕ, Григорийпе Андрей ывăлĕсем, Софья хĕрĕ тата Полина.