Хаклă çыннăмăр, паянхи кун хамăр йышран питӗ нумай ӑшӑ сӑмах калас килет. Санӑн ӗмӗтӳсем яланах пурнӑҫланччӑр, пурнӑҫунта савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ самантсем кашни кун пулччӑр. Кӑмӑлу савăк та ырă, аллу ылтăн пултӑр. Çӗр çинче мӗнпур ырри, чи пахи, хакли – йăлт сана вăл пирӗнтен. Çак кун ҫутӑ та манӑҫми самантсемпе асра юлтăр. Сана пур пуҫарусенче те ӑнӑҫу, нумай-нумай ҫул пурӑнма çирĕп сывлӑх, тулли телей сунатпӑр. Ӗмӗр сукмакӗ яланах такăр та ҫутӑ пултӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр.
Аннене суйламаççĕ,
Ма тесен вăл - пĕрре.
Аннене хурламаççĕ,
Вăл çуратнă пире.
Таймапуç сана анне,
Пул ялан пирĕнпе пĕрле.
Ăшă та хĕрÿллĕ салампа – Лилияпа Светлана хĕрĕсем, Айратпа Алексей кĕрÿшĕсем, Валерий ывăлĕпе Зоя кинĕ тата мăнукĕсем.