Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
12 Октябрӗн 2025, 11:00

Валентина Емельяновна ПЕТРОВА

Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă йăмăка, ырă кăмăллă аппана Валентина Емельяновна ПЕТРОВАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Валентина Емельяновна ПЕТРОВА
Валентина Емельяновна ПЕТРОВА

Хаклă çыннăмăр, вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр утма хурçă пек çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, канăçлăх сунатпăр. Санăн тараватлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, кăмăл ăшши хутшăнсах пытăр. Çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен ырлăх та савăнăç кÿрсе тăччăр. Эпир сана питĕ-питĕ юрататпăр, хисеплетпĕр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс, пурăн ĕмĕр.
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.

Ăшă салампа – Рауш посёлокĕнче пурăнакан Андреевсен çемйи.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас