-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Хаклă çыннăмăр, эпир сана çак чаплă та илемлĕ юбилей ячĕпе саламланă май уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, куç тулли телей, тус-тăвансемпе шăкăлтатса пурăнма çутă ăраскал сунатпăр. Хастарлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр.
Юбилей телей çеç илсе килтĕр,
Хуйхă-суйхă ирттĕр айккинчен.
Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр,
Эпир хисеплетпĕр сана чĕререн.
Ăшă салампа – студент çулĕсенче пĕрле вĕреннĕ Ираида Захаровапа Надежда Алексеева тантăшĕсем.