Николай Владимирович Петров 1945 çулхи октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Карлыкулево ялĕнче çуралнă. Вырăнти пуçламăш шкулта, Куйбышев чугун çулĕн Ĕпхÿ уйрăмĕн Васильевка станцинчи çичĕ çул вĕренмелли 24№ шкулта, Салават хулинчи 10№ вăтам шкулта вĕреннĕ.
Ĕçлĕ пурнăçне 1963 çулта Салават хулинчи 18№ Комбинатра (халĕ «Газпром нефтехим Салават» ООО) машина оборудованин тĕплĕ юсав цехĕнче токарь пулса пуçланă. 1970 çулта Мускаври Ленин орденлĕ энергетика институтĕнчен вĕренсе тухса аллине «инженер-энергетик» дипломне илнĕ. 1965-1969 çç Пенза, Тамбов тата Ростов облаçĕсенчи ялсене электричество кĕртнĕ çĕрте ĕçленĕ. Пушкăртстан, Удмурти, Якути республикисенче, Магадан облаçĕнчи энергетика объекчĕсенче ертÿçĕ пулса тăрăшнă. Хастар ĕçленĕшĕн ăна 11 хутчен СССР Энергетика тата электрификаци министерствин Хисеп хучĕсемпе наградăланă, виçĕ хутчен «Малта пыракан инженерипе техника ӗҫченӗ» ята парса чысланă. 2000-2004 çулсенче Н.В. Петров ПР Энергетика надзорĕн тĕп инспекторĕ, 2004-2010 çулсенче Ĕпхÿ хулинчи «Учебный центр» ООО тĕп специалисчĕ пулса ĕçленĕ. Вăл – «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн, Пушкăртстан чăвашĕсен Канаш ĕçтăвкомĕн (2006 ç), «Аллагуват» обществăлла канаш членĕ. Тĕпчевçĕ-ăсчах историпе таврапĕлÿ, чĕлхепе культурологи темисемпе нумай кĕнекесем пичетлесе кăларнă.
Хисеплĕ Николай Владимирович, сире сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа чăвашлăхшăн малалла та пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм тата телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Сире сунатпăр ырлăх-сывлăх
Тата телей ытам тулли.
Ырă сунса – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.