Хаклă ĕçтешĕмĕр, сана юбилей, паллă кун ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, тулли телей, вăрăм кун-çул, çемьере килĕшÿпе ăнлану сунатпăр. Пурнăçра илемлĕ самантсемпе пулăмсем ытларах пулччăр, калемÿ çивĕч, хыпарусем вăхăтлă пулччăр, çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем валли алăксем уçăлччăр. Чунра савăнăç, чĕрере юрату хуçалантăр. Журналистика ĕçĕ киленÿ çеç мар, укçи-тенкине те илсе килтĕр. Шăпа сана илем те, çивĕч ăс-тăн та, ырă кăмăл та панă. Малашне те çавăн пекех ĕçчен те пултаруллă пул.
Саншăн çутаттăр илемлĕ çут çăлтăр,
Саншăн çĕклентĕр ăшпиллĕ хĕвел.
Савăк сар кайăк çĕн юрă юрлатăр,
Сунатпăр сывлăх та пысăк телей.
Ырă сунса та хисеплесе – «Урал сасси» хаçат редакцийĕ.