

Юратнӑран та юратнӑ çыннӑмӑра 90 çулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр!
Чӑваш юманӗ пек çирӗп сывлӑх, аслă Атăл пек анлӑ кун-çул, çӑлкуҫ пек тапса тăракан вӑй-хал, чун лӑпкӑлӑхӗпе канӑçлӑх, мирлě тÿпе, кулленхи пурнӑçра ӑнӑçу сунатпӑр!
Малашне те ачусемпе мăнукусен ырлӑхне, кÿршÿсемпе тӑванусен хисепӗпе тимлӗхне курмалла пултӑр.Çулсем иртнине туймасăр малалла пурăнма Турă пулăшса пытăр. Хăвна упра, сывлăхлă пул!
Пурăн ěмěр савăнса,
Пурнăç илемне туйса!
Эс пире савса ÿстернě,
Пурнăçра телей пилленě.
Ăс парса ырра вěрентнě,
Çунатсем парса вěçтернě.
Анне, кукамай, сана тавах!
Тата нумай çул эс пурăнах!
Ырă сунса, пуç тайса – Çěньялта пурăнакан Галина хěрěн çемйи.