Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Декабрӗн 2025, 11:00

Венера Ивановна ФЕДОТОВА

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пишпÿлекре пурăнакан савса юратнă мăшăра, хаклă та ырă кăмăллă аннене, çепĕç чĕлхеллĕ те ачаш асаннене Венера Ивановна ФЕДОТОВАНА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Венера Ивановна ФЕДОТОВА
Венера Ивановна ФЕДОТОВА

Чечек пек илемлĕ питÿ çинче ялан савăнăçлă кулă çиçтĕр, сывлăху хурçă пек çирĕп пултăр, куçусем хĕвел пек ăшшăн пăхчăр. Пурнăçу инçе çул пек вăрăм пултăр. Тавах сана, хаклă çыннăмăр, шур пирĕшти пек çемье чысне, кил-çурт ăшшине упранăшăн.
Ылтăн çыннăмăр эс пирĕн,
Савăнатпăр эс пуртан.
Юбилей саламĕ йышăн
Пирĕнтен чунтан-вартан.
Çемье тĕреклĕ, кăмăл ырă,
Кил-çурт та хăтлă эс пуртан,
Телей те сывлăх, ăнăçу
Сана сунатпăр кăмăлтан.


Ăшă салампа – Михаил мăшăрĕ, Алексейпе Владимир ывăлĕсем, Светлана кинĕ, Рада, Вероника, Иван, Антонида мăнукĕсем.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас