Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
11 Декабрӗн 2025, 09:00

Валентина Николаевна ГРИГОРЬЕВА

Ермеккей районĕнчи Креппит ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аннене, çепĕç те ырă кăмăллă кукамая Валентина Николаевна ГРИГОРЬЕВАНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Валентина Николаевна ГРИГОРЬЕВА
Валентина Николаевна ГРИГОРЬЕВА
Пирĕн хаклă çыннăмăр, сана пурнăç çулĕпе тата та нумай çул хавхаланса утма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, нихăçан хавшами çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пархатарлă кун-çул, ытам тулли савăнăç сунатпăр. Ирсерен çутă хĕвеле кĕтсе илме, шăнкăр-шăнкăр шыв юххине итлеме, кăвак тÿпене сăнама, нумай-нумай çул пурăнма çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал пултăр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пуянрах, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах. Ялан ырă кăмăллă та вашават пулнишĕн, ăшă самантсемпе ачаш юратушăн сана тав тăватпăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс, пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.

Чун-чĕререн саламласа – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем тата мăнукĕсем. 
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас