Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Кӑрлач , 10:00

Валентина Квинтильяновна ПЕТРОВА

Пелепей районĕнчи Чупукаран ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Слакпуç ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă аннене, çепĕç те ачаш кукамая, асаннене Валентина Квинтильяновна ПЕТРОВАНА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Валентина Квинтильяновна ПЕТРОВА
Валентина Квинтильяновна ПЕТРОВА

Хаклă çыннăмăр, пире кун çути кăтартса ура çине тăратнăшăн, телейлĕ çитĕнтернĕшĕн, пĕлÿ парса çынна юрăхлă пулма пилленĕшĕн, пурнăçра хамăр вырăна тупма пулăшнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр! Иксĕлми ырлăх, вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тулăх та тăнăç пурнăç сунатпăр. Çĕр çинче мĕнпур телей кÿрекенни санпа юнашар утчăр, хуйхи-суйхи аякран пăрăнса ирттĕр. Ачусемпе мăнукусен юратăвĕпе тимлĕхĕ куллен ырлăх та савăнăç кÿрсе тăччăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе ывăлĕ, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕ тата хăти-тăхлачисем.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас