САЛАМЛАНИСЕМ
2 Января , 05:00

Андрей Борисович САВРИН

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хаклă та юратнă ывăла Андрей Борисович САВРИНА çуралнă кун ячĕпе!

Андрей Борисович САВРИНАндрей Борисович САВРИН
Андрей Борисович САВРИН

Ывăлăм, эпир сана вăрăм ĕмĕр, иксӗлми вӑй-хал, çирĕп сывлăх, хӑвна шанма сунатпăр. Кашни кунра телейлӗ пул – вак-тӗвекре киленӳ тупма тăрăш, канлӗх саманчӗсене хакла, ҫӗнӗ майсемпе савӑн. Нихӑҫан та хӑвӑн тӗллевӳсенчен ан пӑрӑн – ҫул кӑткӑс пек туйӑнсан та асту: кашни пӗчӗк ҫӗнтерӳ сана ӗмӗт патне ҫывхартать. Хӑвӑн ӗмӗтӳ патне хӑюллӑн ут. Ҫак ҫул ҫинче санпа пĕрле савӑнӑҫ тата хавхалану утчăр. Дарья мăшăрупа алла-аллăн тытăнса пурнăçа юратупа ăнланура пурăнса ирттермелле пултăр. Эпир вара сана яланах пулӑшӑпӑр: савӑнӑҫра та, йывӑрлӑхра та, ҫитӗнӳсем тунă вăхăтра та.
Мĕн кĕтни сан ялан пурнăçлантăр,
Сывлăху пултăр çирĕп чул пек.
Çул çинче çут телейĕ йăл култăр,
Ырлăх пултăр санпа ĕмĕрех.
Ăшă салампа – юратнă ашшĕпе амăшĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас