-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртсе хыҫа юлсан та
Эс уншӑн ан кулян, ан пӑшӑрхан,
Пул сывлӑхлӑ ялан, ҫапла пулсассӑн –
Укҫаллӑ этемрен те эс пуян.
Хаклă çыннăмăр, сана юман пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпӑр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул,чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр пирĕн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла пултăр.
Саншӑн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫăлтӑр,
Саншӑн ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел.
Савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ ҫураттӑр,
Ырлӑх, телей кӳтӗр ҫак юбилей.
Чун-чĕререн саламласа – мāшāрĕ, ачисем тата мāнукēсем.