Л.И. Русакова 1961 çулхи январь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Федоровка районĕнчи Юманлăх ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Кузьминовкăри 8 класлă, Федоровкăри вăтам шкулсенче вĕреннĕ.
1978 çулта Çтерлĕри педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе 1983 çултанпа Федоровка ялĕнчи 2№ шкулта пуçламăш классен учителĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса ĕçленĕ.
ПР Вĕрентÿ ĕç отличникĕ (1999 ç) ята тивĕçнĕ вĕрентекене РФ Ăслăлăх тата наука министерствин Хисеп хучĕпе (2009ç), ПР Вĕрентÿ министерствин Тав çырăвĕпе (2018 ç) чысланă. Вăл – педагогика ĕçĕн ветеранĕ, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура.
Любовь Русакова Юманлăх ял историне, унта пурăнакансен ăру-тăванлăх тымарĕсене тĕпченĕ. 2020 çулта тăван ялĕн юбилейĕ тĕлне «Манăçми Юманлăх» кĕнеке кăларнă. 2023 çулта ăна Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членне суйланă.
Любовь Ивановна, сирĕн вăй-хăватăр, хăвăр ĕçĕре чунтан парăнни, çивĕч ăсăр пирĕншĕн, наукăшăн тата хамăр халăхшăн ĕçлемелли чăн-чăн тĕслĕх. Сире чăваш халăхĕшĕн малашне те пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, анлă Атăл пек вăрăм кун-çул сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, тĕпчев ĕçĕ хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелетĕр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.