Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Кӑрлач , 10:00

Александр Анатольевич ИВАНОВ

Мияки районĕнчи Еспуҫ ялĕнче пурăнакан юратнӑ упӑшкана, аттене, асаттене, кукаҫие Александр Анатольевич ИВАНОВА 60 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Александр Анатольевич ИВАНОВ
Александр Анатольевич ИВАНОВ

Хаклă çыннăмăр, сана нумай-нумай ҫул пурӑнма юман пек ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, пысӑк хавхалану сунатпӑр. Ӗмӗр сукмакӗ яланах таса та ҫутӑ пултӑр. Малашне те тӑван кил ӑшшине упрама Турӑ иксӗлми вӑй-хал патӑр.
Çуралнă кун ыррине парнелетĕр,
Пулччăр сывă юратнă çынсем!
Ăнăçу пур ĕçре те пиллетĕр,
Пурнăçланччăр часрах ĕмĕтсем!
Юратса та хисеплесе – мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем.

Автор:
Читайте нас