Сире чун-чĕререн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлатпăр! Эсир аттесемпе мăн асаттесен çулĕсемпе утнăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ, паян хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Хÿтĕлевçĕсен кашни ăрăвĕ çар летопиçĕн çĕнĕ пайне çырать, анчах пĕр япала яланах улшăнми юлать – эсир пурте присягăна шанчăклă пулса юлатăр. Ăрусен çыхăнăвĕ вĕçленмест. Эпир çавăнпа вăйлă та. Ятарлă çар операцинче тĕрлĕ халăх ывăлĕ, çав шутра Пушкăртстан чăвашĕсем те, пурнăçĕсене шеллемесĕр вĕçсĕр-хĕрсĕр паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Вĕсен умĕнче пуç таятпăр.
Çапăçура пуç хунă паттăрсене пирĕн ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытмалла, вĕсен ячĕсене ылтăн сас паллисемпе Асăну кĕнекисенче çырса хумалла, чиркÿсенче асăнтармалла. Чунĕсем çăтмахра пулччăр.
Пур ăрури салтаксене тата çĕршыв хÿтĕлевçисене мухтав!
Борис ГОРДЕЕВ, шалти ĕçсен полковникĕ, çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕ, Пушкăртстан Республикинчи хăй ирĕкĕпе йĕркеленекен батальонсен Тĕп штабĕн ертÿçи.