Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
25 Нарӑсӑн , 09:00

Людмила Константиновна ИВАНОВА

Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Приютово поселокĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аннене, ырă кăмăллă асаннене Людмила Константиновна ИВАНОВАНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Людмила Константиновна ИВАНОВА
Людмила Константиновна ИВАНОВА

Пирĕн хаклă çыннăмăр, сана пурнăç çулĕпе тата та нумай çул хавхаланса утма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, нихăçан хавшами çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пархатарлă кун-çул, ытам тулли савăнăç сунатпăр. Ирсерен çутă хĕвеле кĕтсе илме, шăнкăр-шăнкăр шыв юххине итлеме, кăвак тÿпене сăнама, нумай-нумай çул пурăнма çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал пултăр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пуянрах, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах. Ялан ырă кăмăллă та вашават пулнишĕн, ăшă самантсемпе ачаш юратушăн сана чунтан тав тăватпăр.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă, çыннăмăр, эс, пурăн ĕмĕр,
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.

Чун-чĕререн саламласа – мăшăрĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас