САЛАМЛАНИСЕМ
8 Апреля , 04:00

Раиса Николаевна КИРИЛОВА

Пишпӳлек тӑрӑхӗнчи Хушӑлка ялӗнче пурӑнакан хаклӑ та юратнӑ аннене, ырӑ кӑмӑллӑ та вашават кукамайпа асаннене, лайӑх тӑхлача Раиса Николаевна КИРИЛОВАНА 90 ҫул тултарнӑ ятпа!

Раиса Николаевна КИРИЛОВАРаиса Николаевна КИРИЛОВА
Раиса Николаевна КИРИЛОВА

Ҫак чаплӑ та сумлӑ юбилей ячӗпе эпир сана ырлӑх-сывлӑх та лӑпкӑлӑх сунатпӑр. Пире нумай-нумай ҫул савӑнтарса, хавхалантарса пурӑнмалла пултӑр.
Яланах кӑмӑллӑ та хаваслӑ, чунупа ҫамрӑк пул. Пирӗн кил ӑшшине малашне те упраса пурӑнма вӑй-хӑвату ҫитсе пытӑр.
Ачусемпе, тӑванусемпе савӑнса, киленсе пурӑнма сунатпӑр!

Ӑшӑ салампа – икӗ ывӑлӗпе кинӗсем, икӗ хӗрӗпе кӗрӳшӗсем, тӑхӑр мӑнукӗ, мӑнукӗн икӗ ачи тата тӑванӗсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас