

Хаклăран та хаклă çыннăмăра нумай çул пирĕнпе юнашар пулма çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, тулли телей сунатпăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире ялан савăнтарса ачусен, мăнукусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр. Питÿ çинче ялан йăл-кулă çиçтĕр. Ĕмĕтÿсем хăв шутланă пек пурнăçланса, ăнса пыччăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекенни санпа пĕр çулпа утчăр. Питĕ хытă юрататпăр, ăшшăн-ăшшăн ыталатпăр.
Икĕ ĕмĕрлĕх кун-çул сунатпăр,
Ыр кăмăлушăн тав тăватпăр.
Ан чирле, ан кулян нихăçан,
Хĕвел пек пул пирĕншĕн ялан.
Ăшă салампа – Валерипе Виктор тата Вадим ывăлĕсем, Розăпа Наиля кинĕсем, Мурманск облаçĕнче пурăнакан Галина хĕрĕпе Марс кĕрĕвĕ тата Дениспа Дамир мăнукĕсем.