САЛАМЛАНИСЕМ
17 Апреля , 04:00

Геннадий Иванович МАСТЕРОВ

Ермеккеей районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, ырă кăмăллă аттене, хисеплĕ асаттене, кукаçие Геннадий Иванович МАСТЕРОВА 75 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!

Геннадий Иванович МАСТЕРОВГеннадий Иванович МАСТЕРОВ
Геннадий Иванович МАСТЕРОВ

Хаклă çыннăмăра уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, инçет çул евĕр вăрăм ĕмĕр, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, куç тулли телей, такăр çул, ĕмĕтсем патне ăнтăлма май паракан вăй-хăват сунатпăр. Хуйхă-суйхă санран аякран пăрăнса иртсе кайтăр. Тăвансен тата çывăх çынсен пулăшăвне туйса тăмалла, вĕсенчен пархатар курмалла пултăр. Пире пулăшса пынăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.
Пул ялан хавас та ырă
Ан пĕлсем чир-чĕр мĕнне.
Чунупа пул ĕмĕр çамрăк,
Телейпе пĕрле çÿре.

Ăшă салампа – Валентина мăшăрĕ, Виталий ывăлĕпе Надежда кинĕ, Светлана хĕрĕпе Олег кĕрÿшĕ, Кристина, Алена тата Сергей мăнукĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас