

Маншăн май уйăхĕн 20-мĕшĕ – илемлĕ уяв кунĕ. Шăпах çак кунхине кĕçĕн хĕрĕм Ксения хăйĕн çавра çулне, çуралнăранпа 20 çул çитнине паллă турĕ. Уйрăмах çак кунхине хĕрĕмпе юнашар пулас, кăкăр çумне ыталаса юратас килет. Шел пулин те, эпĕ аякра. Çавăнпа та хамăн туйăмсене хаçат урлă çырса кăтартасшăн. Ксения – çивĕч ăслă-тăнлă, çав тери илемлĕ сăн-питлĕ пике, спортсмен. Унсăр пуçне хĕрĕм Ĕпхÿри автотранспорт колледжĕнче лайăх паллăсемпе вĕренет. Çитес вăхăтра вăл диплома ăнăçла хÿтĕлессе шанатăп. Юратнă хĕрĕм мана 20 çул хушши телей парнелет. Турă ăна ырă ĕçсем тума пулăшса пытăр, умĕнче тÿрĕ те чăрмавсăр, анлă çулсем çеç уçăлччăр.
Чунтан юратса – Федор Кузьмин ашшĕ.