

В.А. Николаев 1951 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче çуралнă. 1968 çулта вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ. 1969-1971 çулсенче Çтерлĕри 1№ ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕре тракторист-машиниста вĕреннĕ. 1971-1973 çулсенче Совет Çарĕн ретĕнче пулнă. Демобилизаци хыççăн Çтерлĕри çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтерсе диплом илнĕ. 1974-2012 çулсенче Йĕкенпуç клубĕн директорĕ пулнă. Культура сферинче тухăçлă ĕçленĕшĕн «Клуб ĕçĕн отличникĕ» (1983 ç), «ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1993 ç) хисеплĕ ятсем парса чысланă. Валентин Александрович – ЧР Писательсен союзĕн, «Шур Атăл» литература пĕрлешĕвĕн пултаруллă пайташĕ, 60 ытла чăваш юррин авторĕ, вĕсене хăех баянпа каласа шăрантарать. 2019 çулта Шупашкар хулинче «Ирĕксĕр таркăн» романа кун çути кăтартнă.
Валентин Александрович, сирĕн вăй-хăватăр, хăвăр ĕçĕре чунтан парăнни, çивĕч ăсăр хамăр халăхшăн, ĕçлемелли чăн-чăн тĕслĕх. Сире чăваш халăхĕшĕн малашне те пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, пултарулăх ĕçĕ хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелетĕр.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.