

Атте-анне, эсир пӗр-пӗрне чунтан юратса, хисеплесе, ӑнланса пурӑнни пире тӗлӗнтерет, чӗрене савӑнтарать. Кил ӑшшине упраса паянхи кунччен пӗрле пулни – пурнăçăн чи хаклă парни, чи пысӑк телей. Сирӗн чи пысӑк пуянлӑхӑр – виҫӗ ачăр тата савăнăç парнелекен пилӗк мӑнукăр.
Эсир – пирӗншӗн чӑн-чӑн ырă тӗслӗх. Ытла та ӑслӑ, ырă кӑмӑллă та ӑшӑ чунлă ҫынсем эсир. Хӑвӑрӑн мӗнпур лайӑххине пире халаллатӑр, ҫепӗҫ сӑмахпа, ӑслӑ канашпа ҫутӑ ҫул кӑтартса, хавхалантарса пыратăр. Сире пуриншĕн те чун-чӗререн тав тӑватпӑр, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатпӑр. Кил-ҫуртра яланах савăнăçлă кулă, ачасемпе мӑнуксен ӑшӑ сӑмахӗ илтӗнтӗр. Пӗр-пӗрне малашне те ҫаплах юратса, хисеплесе, алӑран ямасӑр ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр!
Ăшă салампа – ачисем, кӗрĕвĕсемпе кинĕ тата мӑнукĕсем.