

Хисеплĕ Надежда Алексеевна, сире çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн хисеплесе, сума суса саламлатпăр. Чăвашлăхшăн малашне те пархатарлă ĕçсем тума, пире хăвăрăн илемлĕ те уçă сассăрпа савăнтарма вăрăм ĕмĕр те çутă ăраскал, юман пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Хастарлăхăр нихăçан та ан иксĕлтĕр, ырри хутшăнсах пытăр, чечек пек илемлĕ питĕр çинче ялан савăнăçлă кулă çиçтĕр. Пурнăçăрта юнашар шанчăклă туссем тата ăнланакан çынсем пулччăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр, чăваш юрри ян янратăр!
Сирĕншĕн çутаттăр илемлĕ çут çăлтăр,
Сирĕншĕн çĕклентĕр ăш пиллĕ хĕвел,
Савăк сар кайăк çĕн юрă юрлатăр,
Сунатпăр сывлăх та пысăк телей.
Ырă сунса тата хисеплесе – Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ.