Урал сасси
+17 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
8 Июля , 04:00

Николай Григорьевичпа Валентина Васильевна АЙДАСКИНСЕМ

Приютово поселокĕнче пурăнакан хаклă та юратнă тус-юлташăмăрсене, Николай Григорьевичпа Валентина Васильевна АЙДАСКИНСЕНЕ, пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçланăранпа 50 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр!

Николай Григорьевичпа  Валентина Васильевна АЙДАСКИНСЕМНиколай Григорьевичпа  Валентина Васильевна АЙДАСКИНСЕМ
Николай Григорьевичпа Валентина Васильевна АЙДАСКИНСЕМ

Николай Григорьевич, Валентина Васильевна, эсир пĕр-пĕрне чунтан юратса, хисеплесе, ăнланса пурăнни пире тĕлĕнтерет, чĕрене савăнтарать. Паянхи кунччен пĕрле пулни – пурнăçăн чи хаклă парни, пысăк телей. Эсир – пирĕншĕн чăн-чăн çутă тĕслĕх. Ытла та ăслă, ырă кăмăллă та ăшă чунлă çынсем эсир. Хăвăрăн ырă тĕслĕхĕрпе, канашăрсемпе пире тĕрĕс çул кăтарса, хавхалантарса пыратăр. Сире пуриншĕн те чун-чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тăнăç пурнăç сунатпăр. Килĕр-çуртăрта яланах савăнăçлă кулă, ачăрсемпе мăнукăрсен хаваслă сассисем илтĕнччĕр. Пĕр-пĕрне малашне те çаплах юратса, хисеплесе, алăран ямасăр ĕмĕр-ĕмĕр пурăнăр.
Пурнӑҫ кӗнекийӗ ҫырӑнать пӗр вӗҫсӗр,
Хура-шур саманчӗ, пылакки...йӳҫҫи...
Пулӑм ҫине пулӑм пӗр татти-сыпписӗр,
Хӑш тӗлте пытаннӑ тупсӑмӑн уҫҫи?
Ырă сунса тата хисеплесе – Пелепей хулинче пурăнакан Галина Кириллова ĕçтешĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас