Урал сасси
+20 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
8 Июля , 10:00

Владимир Ефимович ГОРДЕЕВ

Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Ĕпхÿ хÿлинче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранне, пултаруллă сăвăç-композитора, ПР вĕренÿ отличникне тата ĕçтеше Владимир Ефимович ГОРДЕЕВА 80 çулхи юбилей ячĕпе саламлатпăр!

Владимир Ефимович ГОРДЕЕВВладимир Ефимович ГОРДЕЕВ
Владимир Ефимович ГОРДЕЕВ

Хисеплĕ Владимир Ефимович, эсир пурнăç лавĕ çинчи ĕçе юратса тăвакан çынсенчен пĕри. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ те тухăçлă пурнăçлама, вĕçне çитерме тăрашатăр, тăван халăх аталанăвĕшĕн чунăра пама хатĕр. Çавăнпа та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Уншăн сире пысăк тав.


Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче эсир пуçарса янипе йĕркеленнĕ Пелепей хулинчи «Илем» чăваш халăх ансамблĕ паянхи кун та ăнăçлă ĕçлет, çулсерен тĕрлĕ фестиваль-конкурссенче çитĕнÿсем тăвать, хăйĕн пултарулахĕпе тăван халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварма тăрашать. Уншăн сирĕн савăнмалли çеç юлать. Ушкăнăн малтанхи утăмĕсем çăмăл пулман пулсан та çак çемьере эсир атте пулса пултарулăх урапине малалла туртнă, чăваш ансамблĕн çирĕп никĕсне хывнă. Паянхи кун илемçĕсем сирĕн пархатарлă ĕçĕре яланах асра тытаççĕ.


Хаклă та сумлă ĕçтешĕмĕр, сире чун-чĕререн çавра çулпа саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Пурнăçра савăнса тата кашни самантпа хĕпĕртесе пурăнмалла пултăр, палăртни ĕçе кĕтĕр, юрă-кĕвĕ çырас ăсталăх лаççи анлăланса пынă май вулакан-итлекене савăнăç парнелетĕр.

Сире хисеплесе – Пелепей хулинчи «Илем» чăваш халăх ансамблĕн пайташĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас