Урал сасси
+19 °С
Ясно
САЛАМЛАНИСЕМ
21 Июля , 09:00

Валентин Алексеевичпа Мария Павловна ГРИГОРЬЕВСЕМ

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аттепе аннене, çут тĕнчери чи тимлĕ те ырă кăмăллă асаттепе асаннене, кукаçипе кукамая Валентин Алексеевичпа Мария Павловна ГРИГОРЬЕВСЕНЕ юбилейĕсем тата бриллиант туй ячĕпе саламлатпăр!

Валентин Алексеевичпа Мария Павловна ГРИГОРЬЕВСЕМВалентин Алексеевичпа Мария Павловна ГРИГОРЬЕВСЕМ
Валентин Алексеевичпа Мария Павловна ГРИГОРЬЕВСЕМ

Кĕреш юман пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Хуйхă-суйхă сиртен аякран пăрăнса ирттĕр, ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Нумай-нумай çул пире савăнтарса пурăнмалла пултăр.
Ăшă чун, ырă кăмăл сирте,
Çăлкуç шывĕ пекех иксĕлмест,
Тĕнчере эсир пурришĕн Турра
Тав тумашкăн сăмах та çитмест.
Кил тĕрекĕ – атте, чун тĕрекĕ – анне.
Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне
Сиртен хаклă çынсем урăх çук тĕнчере,
Сирĕн çутă сăнарăр пирĕн чун-чĕрере.


Ырă сунса та юратса – ачисемпе мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас