Урал сасси
+25 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
27 Июля , 10:30

Елена Николаевна БОРИСОВА

Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан пултаруллă чăваш хастарне, асăннă хулари чăвашсен наципе культура автономийĕн хĕрÿ чĕреллĕ пайташне, ятарлă çар операцийĕн волонтерне Елена Николаевна БОРИСОВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Елена Николаевна БОРИСОВАЕлена Николаевна БОРИСОВА
Елена Николаевна БОРИСОВА

Елена Николаевна, сире хитре çавра кунпа чĕререн саламласа яланхи пек илĕртÿллĕ, сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ тата телейлĕ пулма сунатпăр. Пурнăçри кашни савăнăçлă самантпа киленсе пурăнмалла пултăр, мĕнпур çутă ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Малалла та çумăрта шанчăклă туссем тата ырă çынсем çеç пулччăр. Ырă ĕçĕрсемшĕн тав тăватпăр, сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр.
Юбилей ячĕпе ыр сунса,
Саламлатпăр сире пуç тайса.
Ĕмĕр пурнăр ялан ыр курса,
Çак тĕнче илемне юратса.

Ырă сунса та хисеплесе – Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас