Урал сасси
+17 °С
Облачно
САЛАМЛАНИСЕМ
3 Августа , 05:00

Галина Степановна УМОВА

Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан çывăх çыннăмăра Галина Степановна УМОВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр!

Галина Степановна УМОВАГалина Степановна УМОВА
Галина Степановна УМОВА

Пирĕн юратнă çыннăмăр – анне, кукамай-асанне, мӑн асанне-кукамай, аслă тата хаклӑ аппа – санӑн чаплă 75 ҫулхи юбилей кунĕ килсе çитрĕ. Паллă пулăмпа саламлама çемьери темиçе ăру пухăнчĕ. Эсӗ – пирӗн тӗп мул, тăван кил тата чун-чĕре ăшши. Хаклă çыннăмăр, эсĕ пире кашнине хăвăн ăшшуна чун-чĕререн паратăн, пĕр-пĕрне юратма, каçарма тата упрама вĕрентетĕн. Санри ăс-тăн пуянлăхĕ ачасене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшать, тимлĕхÿ мăнуксен чĕрисене ăшăтать, йăл-куллу кĕçĕн мăнуксене савăнтарать, чĕрÿн пĕр кĕтесĕнчи ачалăха аса илтерекен самантсем йăмăкусен чĕрисене ăшăтаççĕ. Шăпах сан çинче пирĕн пĕтĕм çемье тытăнса тăрать.

Çак паллă кун эпир сана нумай-нумай ҫул пурнăç çулĕпе утма ҫирӗп сывлӑх, чун-чӗре лӑпкӑлӑхӗ сунатпӑр. Хуйхӑ-суйхӑ санран пăрăнса ирттĕр, кил-ҫуртра вара яланах ачасемпе мӑнуксен кулли илтĕнтĕр. Эпир сана питĕ юрататпӑр, хаклатпӑр, яланах санӑн шанчӑклӑ тӗрекÿ пулма сӑмах паратпӑр.

Чунтан юратса – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе ывăлĕ, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем, 9 мăнукĕпе 7 кĕçĕн мăнукĕ, Люба тата Лариса йăмăкĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас