Урал сасси
+10 °С
Ясно
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Сентября , 05:00

Любовь Александровна ИВАНОВА

Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче пурăнакан пултаруллă чăваш хастарне, алă ăстине, Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн сумлă пайташне Любовь Александровна ИВАНОВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Добавить в предпочтительные источники Google
Любовь Александровна ИВАНОВАЛюбовь Александровна ИВАНОВА
Любовь Александровна ИВАНОВА

Любовь Александровна, сире юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа юман пек çирĕп сывлăх, анлă Атăл пек вăрăм кун-çул, тулли телей, тулăх та савăк пурнăç сунатпăр. Сирĕн ылтăн аллăрсем çынсене малалла та савăнтарса татах та илемлĕ япаласем ăсталаччăр, чăваш халăхĕн эткерĕ тата та пуянлантăр, вĕсене тивĕçлипе хак паччăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, пархатарлă ĕçĕр хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелетĕр.

Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Надежда Родионова